Юратап эп сана. Аскольд Де Герсо. Читать онлайн. Newlib. NEWLIB.NET

Автор: Аскольд Де Герсо
Издательство: Издательские решения
Серия:
Жанр произведения: Мифы. Легенды. Эпос
Год издания: 0
isbn: 9785449668837
Скачать книгу
нимĕн чĕнме пĕлмерĕ Çимун.

      – Машăна пулмасăр. Кама тата манăн парнелес?

      – Халĕ вăл арча ăçта? Ăçта? Ăçта халĕ вăл арча? – тен, милицире тĕпчевçĕсем çавнашкал кăшкăраççĕ тĕпчеве кĕртнĕ çынна. Иртен-çÿренсем çаврăнса пăхкаларĕç вĕсен енне. Маша хăйне аван мар туйрĕ.

      – Тĕрĕспе те, ăçта вăл? Эпĕ ăна, темĕн, курман чылайранпа, – пĕр сăмахлă пулчĕç арçынсем. Маша çул çине тухине те савăнмарĕ халĕ. «Мĕншĕн çеç тухса паян», – шухăшласа илчĕ вăл, енчен те билечĕсем юнĕрех пулсан, те халех çаврăнса та кайнă пулĕччĕ-ши.

      – Килте паллах, – пĕр хумханусăр хуравларĕ Маша.

      – Ара, Çимун, мĕскер эсĕ çав арчапа çыхлантăн? Тен, эпĕ ăна санăн укçупа туяннă? – терĕ Ухваниç, унтан Маша патне çаврăнса, тăсрĕ: – Чунăм, эпир кăшт пăрăнар-ха, калаçмалли пур.

      – Юрать. Эпĕ кĕтетĕп.

      – Çавах та, ăнлантар-ха, арча пирки. Ăçта вăл халь? – кăшт айккине пăрăнсан тепĕр хутчен ыйтрĕ Çимун тусĕн арăмĕнчен, шанса пĕтмесĕр.

      – Аван мар килсе тухрĕ ку арча пирки. Пĕлнĕ-тĕк, çапла килсе тухасса нихăçан та илмен пулăттăм, -тарăхсах чĕнчĕ Маша Ухваниç пăрăнса кайнă енне пăхса илнĕ хыççăн, – ун чухне эпĕ пĕрремĕш мăшăрпа пурăнаттăм. Ухваниç çавăн пек те савăнăçпа парнелерĕ арчана! Вăл çав тери ĕмĕленнĕччĕ парне мана килĕшессе, кăмăла каясса шанса. Эпĕ вара… – хĕрарăм пÿлчĕ сăмахне, те малалла каламалла-ши малалла е çук-ши.

      – Калăр малалла! – тĕпчерĕ Çимун. – Ку манăн ытахальтенех кăсăкланни мар.

      – Эпĕ парнепе киле таврăнтăм, упăшка килтеччĕ, кÿлешме пикенчĕ, хăвăр ăнланатăр ĕнтĕ, çавăнпа та манăн лавккана кайса ачана вĕрентекене парне туянма тÿр килчĕ темелле пулчĕ. Вăл вăхăтра пирĕн ачапа репетитор ĕçлетчĕ, эпир упăшкапа ача вĕренекен пÿлĕме иртсе парнене тытартăмăр. Мана шел…

      – Репетитор, – арçыннăн сăмах пÿлĕнчĕ, – репетитор мĕн ятлăччĕ?

      – Дарья Николаевна, Даша, эпĕ ăнлантăм эсир мĕн пирки кăсăкланнине. Вăл сирĕн арăму?

      – Тĕрĕс, манăн арăмччĕ… – шăппăн хуравларĕ Çимун. – манăн арăмччĕ.

      – Эпĕ сире чăрмав хушрăм? – ыйтрĕ Маша.

      Анчах та Çимун ăна итлемерĕ, вăл çаврăнчĕ те пăрăнса пăрахса кайрĕ.

      Принц та кирлĕ мар

      Алёшăпа уйрăлнăранпа самай вăхăт иртрĕ пулин те пурнăçĕ питех улшăнмарĕ Аньăн. Тĕпренчĕкĕ ыйхă витĕр нăйкăшса илсенех ура çине тăма васкарĕ вăл. Сасă кăлармасăр ачин кравачĕ патне пырса утиялĕпе минтерне тирпейлерĕ, пĕчĕкскере ачашшăн лăпкаса илчĕ, унтан хăй вырăнĕ çинче вăрахччен куç хупмасăр выртрĕ. Тĕрлĕ шухăш явăнать пуçра.

      Ир енне тĕлĕрсе кайнă пек пулчĕ, анчах пурпĕр çывăрма май килмерĕ – ĕçе пуçтарăнмалла. Пуçра вара чан çапаççĕ тейĕн ян-н-н илтĕнет сасă. Те шăннăран çавăн пек ĕнтĕ. «Каçхине пит çăмартисем те пĕçерсе тăратчĕç мар-и?» – тăнлавĕсене сăтăрса шухăшларĕ Аня аптранă енне. Унтан Ксюшăн кравачĕ патне çывхарчĕ. Тутлăн та канлĕн çывăрать хĕр ача, вăратма та шел. Ара, ир енне ыйхă ытла та тутлă-çке.

      – Анне, ир çитрĕ те-им? – пăшăлтатрă çав самантра тĕпренчĕкĕ ыйхă витĕр.

      – Ăхă,